Найти в Дзене
Шухӑш

Кино куртӑм, мӗн-ха туйрӑм?

Шухӑшламан ҫӗртенех "1941. Крылья над Берлином" фильма кайса куртӑм. Аван фильм. Чаплӑ теместӗп. Аван (паянхи чылай вӑрҫӑ фильмӗсемпе танлаштарсан). Енчен те чаплӑ пулсан курса ларнӑ вӑхӑтрах кино тытӑмне тишкерсе ларас ҫук. Лайӑх фильма пуҫпах путатӑн та вӗҫленсен те чӑнлӑха тӳрех таврӑнаймастӑн. Эппин, мӗн асӑрханине палӑртас. 1) Ҫамрӑк Мурашов ытти салтаксем стройра тӑнӑ ҫӗртех айккинче кушак ҫурине пулӑшас тесе тӑрмашать. Ниме те аса илтермест-и? Ман шутпа, «В бой идут одни "старики"» фильмри Кузнечика аса илтерет. Анчах кунти сӑнара темшӗн ӗненес килмест – ытла та ачапчалла хӑтланать. 2) Ҫапах ку фильма курма сӑлтав та пулнӑ ман. Хальччен пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, кунта пирӗн ентеш те пӗр сӑнара калӑпланӑ – Владимир Тяптушкин [Рыжий]. Эпир вара (пӗр маттур юлташӑмпа) унпа пӗр спектакльте вылянӑ (пӗр ҫич ҫул каялла). Ун чухнех маттур ачаччӗ, актёр ӑсталӑхне вӗрентекенӗ Нина Трифоновна Панина та ҫамрӑкӑн пуласлăхӗ ҫутӑ пуласса шанатчӗ. Рыжий - фильмри чи ӑнӑҫлӑ пулса тухнӑ сӑнарсенчен

Шухӑшламан ҫӗртенех "1941. Крылья над Берлином" фильма кайса куртӑм. Аван фильм. Чаплӑ теместӗп. Аван (паянхи чылай вӑрҫӑ фильмӗсемпе танлаштарсан). Енчен те чаплӑ пулсан курса ларнӑ вӑхӑтрах кино тытӑмне тишкерсе ларас ҫук. Лайӑх фильма пуҫпах путатӑн та вӗҫленсен те чӑнлӑха тӳрех таврӑнаймастӑн.

Эппин, мӗн асӑрханине палӑртас.

1) Ҫамрӑк Мурашов ытти салтаксем стройра тӑнӑ ҫӗртех айккинче кушак ҫурине пулӑшас тесе тӑрмашать. Ниме те аса илтермест-и? Ман шутпа, «В бой идут одни "старики"» фильмри Кузнечика аса илтерет. Анчах кунти сӑнара темшӗн ӗненес килмест – ытла та ачапчалла хӑтланать.

2) Ҫапах ку фильма курма сӑлтав та пулнӑ ман. Хальччен пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, кунта пирӗн ентеш те пӗр сӑнара калӑпланӑ – Владимир Тяптушкин [Рыжий]. Эпир вара (пӗр маттур юлташӑмпа) унпа пӗр спектакльте вылянӑ (пӗр ҫич ҫул каялла). Ун чухнех маттур ачаччӗ, актёр ӑсталӑхне вӗрентекенӗ Нина Трифоновна Панина та ҫамрӑкӑн пуласлăхӗ ҫутӑ пуласса шанатчӗ. Рыжий - фильмри чи ӑнӑҫлӑ пулса тухнӑ сӑнарсенчен пӗри, ӑна курсанах кулас килет. Сӑнар - ҫутӑ та хастар, шӳтлени те килӗшӳллӗ (темшӗн Василий Тёркина аса илтернӗ пек).

-2

3) Юрату теми те пур вӑрҫӑ фильмӗнче. Хитре пике, учительница, тата хитре каччӑ, лётчик. Ҫапах юрату вӑл - икӗ хитре ҫамрӑк тӗл пулнине кӑна пӗлтермест-ҫке... Пӗр-пӗрин ҫине куҫ илми пӑхса тӑни ҫителӗксӗр пек. Калаҫни, хӑйсене темле ҫӗнӗлле туйса урӑхларах тыткалани ҫитмест пек. Таса туйăм ҫуралса аталанса пынине курасчӗ те, ҫук, тем ӗненместӗп. Каллех «В бой идут одни "старики"» фильма аса илетӗп: Вано узбек каччипе Маша вырăс хӗрӗ хушшинчи юратӑва темшӗн ӗненетӗп. Кунта вара учительница ҫывӑракан пӳлĕм сирпĕнсе кайсан та тем шел мар. Вилчӗ ӗнтӗ тетӗн те хуйхӑрмастӑн та. (Эп хыт чӗреллӗ те мар – ӗнер кӑна «В бой идут одни "старики"» фильма пӑхрӑм, йӗмесӗр кураймарӑм, ку ман шутпа режиссурӑпа е сценарипе ҫыхӑннӑ.)

4) Вӑрҫӑ тата мусӑк. Евгений Преображенский  (Максим Битюков) мусыкӑпа туслӑ, актёрне те ӑнӑҫлӑ суйланӑ. Ҫапӑҫу хыççăн купӑспа кӗвӗ калать. Вырӑнлӑ сыпӑк.

-3

5) Ҫапӑҫу саманчĕсене курма кӑсӑклӑ, мана килӗшрӗҫ.

Пӗтӗмлетсен, ку фильма курнӑ хыççăн Балтика флочĕн минӑнпа торпеда авиацин 1-мӗш полкӗн лётчиксем (тӗрӗс куҫартӑм-ши?) ҫинчен ытларах пӗлес килчӗ. Киле ҫитсен документаллӑ фильмпа та паллашрӑм. Эппин, фильмран усси пурах. Актёрсем ҫине пӑхма кӑмӑллӑ, ҫутӑ сӑнлӑскерсем. Ҫапах кашнин сӑнарне уҫса пама хал ҫитереймен, хӑш-пӗри стереотиплӑ та пушӑ, эп пӗрисене пӑтраштрса та ятӑм. Апла пулин те ӑнӑҫлӑ самантсем те пур. Шел, пӗтӗмпех пиҫсе ҫитмен.