1 год назад
Стих про старую и золотую рыбку на Чувашском языке. Неизвестный чувашский поэт.
Ватă тата ылтăн пулă. Ватă пулă тытнă,тет Пулли ылтăн пулнă,тет Пысăк та мар, пĕчĕк мар Хăйне кура пит капмар. Ватă шутлать ; ăшалас Шăммине тухса п(ă)рахас Пулă шутлать ;çăлăнас Епле пулăçран тарас ? Çынсем пĕлеç: пулăсен Челхи çук,йăпăлкасен Чĕнмеç, çынпа калаçмаç çăвар уçаç, те ыйтаç Хăйсене шыва яма Çут тĕнчепе савăнма. Ылтăн пулăн чĕлхи пулнă Ватă çынран ирĕк ыйтнă Пулнă ватта пулăшма Ĕмĕтсе пурнăçлама. Юрĕ, тенĕ, асатте Янă пулла çырмана Каланă вăл ĕмĕтне : Ĕçес килет ман сăра...
1 год назад
Стих на чувашском языке. Хĕр тунсăхĕ.
Хĕр тунсăхĕ Урамра шартлама сивĕсем Пит кĕске тунсăхлă кунĕсем Хĕвелĕ çӳлех çĕкленмест Ăшши ун çĕре çитеймест. Сана тахçан курманран Ĕмĕтрен час-часах çухалан Тен, ăшă сăмахху çитеймест Чĕрене чун ăшши витеймест. Çакă сивĕ тунсăх каçĕнче Çĕнĕ Çул уявĕ çуралать. Яштака пике куçĕнче Салху çулăмĕ ялкăшать. Чăрăшĕ те килте хăнара Тен, кĕтет йĕплĕскер вăл мана Хатĕрлет пирĕншĕн тĕлпулу Хушшăмра пулсан юрату. Юрату, тен, вĕçет тӳпере Тӳпере , инçетре,ĕмĕтре Тен, юмах, аташ курăну Тен, вçет пуăнта шухăшу ...