2 года назад
ЧӐН ЧӖРӖЛНИ
Сан сассуна каллех илтни - Ман чунӑм чӑн та чӗрӗлни. Сасартăках телей ҫитни, Шӑпам хӗвел пек хӗрелни. Пӗртен-пӗр хаклӑ, тӑван сас - Телей пӗрчи кашни сӑмахӗ. Сана хӑҫан-ши ҫупӑрлас, Сӑмах хуҫин таса ахахӗ? Эп сансӑр - пушӑ уҫлӑхра, Пӑч тӗттӗм манӑн кашни кун. Эпир ҫӳренӗ улăхра Ҫаплах ӳсет чечеклӗ чун. Пире пӗрле пулма чӗнсе Вӗсем халь тилмĕрсе ыйтаҫҫӗ...
06:44
1,0×
00:00/06:44
502,4 тыс смотрели · 4 года назад
2 года назад
ЭПИР КАМА КИРЛӖ
Эп ӑнланмастӑп ҫынсене : Ҫаплах вӑрҫаҫҫӗ темӗнччен . Мӗскер ҫитмест- ши вĕсене - Тем те ӳсет- ҫке ҫӗр ҫинче. Эп ӑнланмастӑп ҫӗршыва : Мӗскер тума ҫапӑҫмалла ? Эс мар хуҫа ҫӗрпе , шывпа , Эппин , мӗншӗн пайламалла ? Эп ӑнланмас халăхсене : Пӗрне -пӗри юнанине . Чунпа эпир тӑвансемех - Пурин те пур атте , анне. Эп ӑнланмастӑп тӗнсене : Тӗнче турри пӗрре пулсан. Кайран хыҫатпӑр ӗнсене - Тӗнрен пулса тӑрсан тусан ...