Ҫуркунне пилленĕ тĕлпулу,
Пулмаллах телейлӗ пур енчен.
Чунӑма вырнаҫрӗ сан куллу:
Чӗре тек пуласшăн мар пĕччен.
Юрату ҫуралнӑ кун паян -
Савӑнать тӗнче те таврара.
Эс, савни, кӗҫех ларса каян,
Мӗн тӑвас- ха сансӑр ман вара?
Эп юлатӑп хам шухӑшсемпе,
Кашни саманта асра тытса.
Килӗшетӗн эс мана тем пек,
Тыткӑнларӑн чӗремпе ӑса...
Вунă теçетке хыçа хăварса, çав çула çитсе аслă ăрурисем мĕн чухлĕ йывăрлăх витĕр тухман пулĕ, мĕн кăна курман-ши? Чи хакли вĕсемшĕн – хăйсем хыççăн ырă йĕр хăварни, мăшăрланса, ача-пăча çуратса паянхи кун мăнуксемпе, кĕçĕн мăнуксемпе савăнни, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе хăпартланни. Çакă аслă ăрурисене малалла пурăнма вăй-хал хушать те ĕнтĕ, телейлĕрех тăвать. Январь уйăхĕн 8-мĕшĕнче Авăркас районĕнчи Толбазă салинче ĕç ветеранне, тыл ĕçченне, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕн тăлăх арăмне Анисия Михайловна Прокопьевана чысларăмăр, çĕр çулхи юбилейпа саламларăмăр...