Esmira Memmedova - Xeyallarimin İnsani 2020 / Official Klip
САВНИН ХӖВЕЛӖ
Кашни ҫыннӑнах куҫа курӑнман хӗвелӗ пур: хӑшӗсен вӑл анчах ҫуралса тухать, теприсен - ҫӳл тӳпере ялкӑшать, виҫҫӗмӗшсен - анса та ларнӑ ӗнтӗ. Ку вӑл - пирӗн чун-чӗресенчи юрату хӗвелӗ. Паян - хӗвеллӗ ҫынсен кунӗ! Эпӗ вӗсене ҫакӑн ячĕпе хам хӗвелӗн шевлине парнелетӗп. Йышӑнсамӑр, тархасшăн, туссем!
САВНИН ХӖВЕЛӖ
Асаилӳ ҫути ҫунать ҫаплах -
Курас килет сана кунран-кунах.
Куҫ умӗнчех вунҫиччӗри пике,
Пĕрремĕш хут хӗретнисем пите.
Асран тухмасть пĕрремĕш чуптӑву,
,,- Савни ! " - тесен вут- ҫулӑмпа хыпни...