22 прочтения · 2 года назад
Эпир - чӑвашсем!
Эпир - чӑвашсем... Эпӗ - чӑваш. Ҫак сӑмахсене яланах мӑнаҫланса, савӑнса калатӑп. Мӗншӗн тесен эпир - аслӑ, ӗҫчен те маттур халӑх. Халӑхӑн историйӗ аслӑ та чаплӑ. Петӗм тӗнче мухтанмалли пин-пин паттӑр ывӑл-хӗр ҫуратса ӳстернӗ чӑваш халӑхӗ. Тахҫан ӗлӗк-авал пирӗн мӑн ламттайсем хун ятпа пурӑннӑ. Кайран вӗсене пӑлхар тесе каланӑ. ХIII ӗмӗр вӗҫӗнчен пуҫласа чӑваш ятпа пурӑнатпӑр. Хун тапхӑрне, вӑл тапхӑрта пурӑннӑ аслӑ та чаплӑ пирӗн паттӑрсемпе ӑсчахсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне тӗрлӗ ҫӗр-шывӑн ӑста тӗпчевҫисем самай лайӑх ҫырса кӑтартнӑ...