Налогсене вăхăтра тӳлемелле
Налогсене вăхăтра тӳлемелле Пурлăх тата транспорт налогне тӳлесе татма 9 кун юлчӗ. Декабрӗн 2-мӗшӗнчен налог тӳлемен пулсан кунсерен Раççей Банкӗн ставкин пӗрре виç çӗрмӗш чухлӗ пени (вăхăтра тӳлеменшӗн хурăнакан штарф) шутланса пыма пуçлать. Ку тӳлемен кашни 100 тенкӗшӗн кунне вăтамран 5,5 пус хушăнса пынине пӗлтерет. Федераллă налог служби граждансене налог тӳлемелли пирки уведомлени тахçанах янă ӗнтӗ...