Найти в Дзене

Шупашкар хулин "Парне" чӑваш халӑх фольклор ансамблӗ Екатеринбург хулинче ака уйӑхӗн 24-25-мӗшӗнче иртнӗ Раҫҫей шайӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗсен конкурс фестивальне хутшӑннӑ. Сумлӑ жюри пайташӗсем пӗр шухӑшлӑ пулнипе "Парне" ансамбль лауреат ята, ҫӗнтерӳҫӗ гранта тивӗҫнӗ. Артистсем кӑтартнӑ "Ҫӗн пӳрт ӗҫки" профессиллӗ жюри пайташӗсене ҫеҫ мар, куракансене те юрӑ-кӗвӗ янӑравлӑхӗпе, илемлӗ тумӗпе, хӑйне евӗрлӗ йӑлипе тыткӑнланӑ. Раҫҫей Федерацийӗн культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, чи лайӑх ушкӑнсем ҫеҫ, вӗсен йышӗнче Чӑваш Республикин "Парне" чӑваш халӑх фольклор ансамблӗ те, икӗ миллион укҫана тумтир, атӑ-пушмак ҫӗлеттерме, капӑрлӑх хатӗрӗсем, музыка инструменчӗсем туянма, тӗрлӗ региона тухса ҫӳреме, конкурссене хутшӑнма тивӗҫнӗ.

"Парне" фольклор ансамблӗн ертӳҫи — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Вячеславовна Тяхмусова. Вӑл ертсе пынипе ушкӑна хамӑр республикӑра ҫеҫ мар, Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнче пӗлеҫҫӗ. Артистсем тӑван халӑхӑмӑрӑн йӑли-йӗркине, юрри-ташшине, кӑмӑл-туйӑмне куракансем патне туллин ҫитерме пултараҫҫӗ, мӑн асаттесен эткерлӗхне упрас тата аталантарас, ҫитӗнекен ӑрӑва парнелесе хӑварас тесе чунтан тӑрӑшаҫҫӗ.
"Парне" чӑваш халӑх фольклор ансамбльне тата унӑн ертӳҫине С.В. Тяхмусовӑна чун-чӗререн саламлатпӑр, малашне те ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр!
1 минута