Найти в Дзене
9 подписчиков

КУПĂС КАЛАТЬ ВАЛУТЯ

Пырса кĕтĕм те яла,
Купăс сасси хăлхара.
Ах, илемлĕ ун сасси,
Юрлать паян Хуркасси.
Таш ташлаççĕ автансем,
Унăн йышлă чăххисем.
"Чак!"-латса ларать чакак,
"Кар-р,"-латса вĕçет курак.
Кăвакал мăйне тăсса,
"Шеп-шеп!"- терĕ хакласа.
Хурт-кăпшанкăсем илме
Пуçне чикрĕ шыв айне.
Хур аçи те савăнать,
Чĕпписем шыва анать;
"Шыв, сивĕ- шим?Шĕп те шĕп!"-,
Пуплешеççĕ çичĕ чĕп.
Кам калать-ха купăсне,
Шăрантарать юррине?
Купăс хыçне пăхрăм та,
Тĕлĕнетĕп хаман та...
Унта пĕ-ĕ - чĕк пĕр ача,
Ячĕ хитре: Валутя!
Купăс вылять,чарăнмаç,
Выляканĕ курăнмаç. 
КУПĂС КАЛАТЬ ВАЛУТЯ Пырса кĕтĕм те яла, Купăс сасси хăлхара. Ах, илемлĕ ун сасси, Юрлать паян Хуркасси. Таш ташлаççĕ автансем, Унăн йышлă чăххисем. "Чак!
Около минуты