2 подписчика
Пуҫне уснӑ ватӑ ҫын,
Куҫҫулӗ юхать.
Мӑшӑрӗ куҫ хупнӑ ун
Ах яланалӑха...
Чӗрере ҫак хыпартан
Пит тарӑн суран.
Ҫупӑрларӗ ҫак ватта
Пӗр ача вара.
Пӗчӗк пичӗ шухӑшлӑ,
Пуҫӗнче карттус.
Мӗншӗн килсе ларчӗ-ши
Ҫакӑ пӗчӗк тус?
"Чим-ха, пӑтранать пуль ӑс...–
Шухӑшлать старик.
Манӑн мӑнук ҫук, ара,
Тен, ку пирӗшти?"
Анчах пӗчӗк алӑсем
Куҫҫуле шӑлаҫ.
Кашни сӗртӗнмессӗрен
Ҫӑмӑллӑх параҫ.
Арҫын ачан амӑшӗ
Питӗ тӗлӗнет:
"Кӳрше мӗн калайӗ-ши
Ывӑлӑм ман?" – тет.
Кайран киле таврӑнсан
Калать шӑпӑрлан:
"Йӗме пулӑшрӑм ҫынна,
Иккӗн ҫӑмӑлрах".
© шухӑш
Около минуты
7 июня 2022