Найти тему
9 подписчиков

ПУРНĂÇ ÇУЛĔ


Этемшĕн мĕн кирлĕ çак çут тĕнчере?

Тур панă пурне те мехел.

Вăл ирĕк, енчен, ыйтсан чун-чĕре,

Çÿлтен парăнмаç чăн элчел.

Шыратпăр пĕр ĕмĕр телей çĕр çинче,

Тухмаç-çке шăпа хăш чухне.

Ăçта ун çул-йĕрĕ, хăш çул чиккинче,

Çÿрет çĕр çинче хăй тĕлне?

Нумай-и, сахал-и, пĕр ĕмĕр, пĕлех,

Пĕр пурнăç, шăпа - пĕр халал...

Пĕр пай кашнине, телей те пĕрех,

Эс тупăн хăвна ăраскал.

Телей вăл санпа - çке, эс сывă чухне,

Хевел катаран ăшăтсан.

Çулсем малалла-ха, тухас çук вĕçне,

Мăнук сăпкара макăрсан!

Пробую вставить свои чувашские стихи. Шрифт работает, ура!

Переведу на русский, для модераторов.

ДОРОГА ЖИЗНИ.

Ну, что же нам нужно от жизни?

Ведь Бог подарил так много...

Так много, что даже лишне,

Есть выбор - любую дорогу!

Нет "манны" с Небес у судеб.

Мы счастье ищем порой,

Не знаем где оно будет,

До конца, головы седой.

Век наш короткий, проходит,

Дорога - кому как дана.

Судьба кого-то обходит,

А доля от Бога одна!

Не знаем, где счастье порой,

За "тридевять" будто горой!

Счастье по жизни с тобой,

Пока человек, живой!
Около минуты