3 подписчика
«Мурзилка», «Ералаш» валли çыракан Ирина Антонова юмахне Чĕмпĕрти халăх театрĕ 2021 сулхи чÿк уйăхĕн 12 -мĕшĕнче пĕрмеш хут халăх умне кăларчĕ… Ку чăвашла куçарнă «Ăслă арăм» юмаха ытти ял-хула тăрăх та сахал мар кăтарттнă "Хунав" театра çÿрекенсем. Паха япала, паллах. Анчах...
Ку спектакльти тĕп сăнарĕ – хыт кукар (туяннă, ăшаланнă хур ашне хăнасем килсе çисе ярасран хăрать), суя сÿпĕлти (кÿрше яланах темтепĕр пулма пултарайманнине сăмах парать), кахал (килĕнче пĕр уçă çăнăх та çук иккен), ухмах (яланах канаш илме кÿрше чупать) Матрона.
Сцена çинчи чăваш хĕрарăмĕ маншăн нумаях пулмасть пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлнă Вера Кузьминична Кузьмина сăнарĕпĕ çыхăннă. Тепри калĕ: ăçта СССР халăх артистки - ăçта ялти (е хулари) халăх театрĕ! Кунта мĕнле выляма пултарни пирки мар сăмах хушасшăн – ха. Кам мĕнле пултарать, çавăн пек вылять, теприсем аван та пултараççĕ!
Анчах ак мĕн пирки шухаша кайрăм.
Эпĕ чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ, ытти чăвашсем патĕнче те сахал мар пулнă. Чăвашла спектакльсем тен, ытла нумай курман пулин те, анчах куркаланă тейĕпер. ЧР тава тивĕçлĕ артистки Анфиса Смелова (йывăр тăпри çăмăл пултăр) пирĕн урамранах, Анатолий Большаков драматург та пирĕн ялсемех пулнине-и, Чăваш драма театăрĕн артистсемпе ачаранах çывăх паллашнă теме пулать. Чăваш театрĕ Чĕмпĕре гастрольсемпе килсен, спекталь умĕн Вера Кузьминичнăпа ытти хăш-пĕр артистсем те чей ĕçме, канса илме пирĕн пата час-часах кĕрсе тухатчĕç.
Темле, ку Матрона евĕр сăнар маншăн ниепле те чăваш хĕрарĕмен сăнарĕпе çураçмасть. Темиçе çул каялла пирĕн çурт картишĕнчи вырăна пĕр хĕрарĕм тирпейлесе тăратччĕ. Вăл та Мускава кайрĕ пулас… Ун пек ĕçчене урăх курман эп. Ыйтма та кирле мар, эс хăш ялсем тесе, тÿрех куранать вăл чăваш ялĕнче çуралса ÿсни, ун пек ĕçлеме пултаракан çук…
Театр тени кирлĕ пуль паянхи кун та. Чăваш театрĕ Чĕмпĕре килменни те чылай, урăх çĕре те çÿреме те никам та пĕр пус та памасть пулас. Шкулта та вĕрентме пăрахнă чĕлхе кама кирлĕ теесшĕн пулас.
Халăх чунĕ чĕлхере пулсан, чăваш чĕлхипе тухакан спектакльсем те чăваш чунлĕ пулмалла пек, ман шухăшпа…
Тен, пулас спектакльсем (вĕсем пуласса шанас килет) чăваш чунлĕ пулĕç?
1 минута
31 октября 2022