Ильгиз Галиева сӑмах ӳстермесӗр тӗнчери чи ӑста шеф-поварсен шутне кӗртмелле. "Кремлин" ресторан поварӗ ҫӗршывсен хушшинчи ӑмӑртура ҫӗнтерсе чи пысӑк наградӑсене тивӗҫнӗ. Шеф-поварсен турнирӗнче ӑна нумай кӗтменлӗхпе тӗл пулма тивнӗ. Юрать опытлӑскерӗн "ӑнсӑртран" сюрпризсенчен тухма мехелпе ӑсталӑхӗ ҫитнӗ. "Юрать какай хампа илсе кайрӑм. Африка ҫӗршывӗ те шутласа хунӑ апата пӗҫерме йӑлт пур пуль тенӗччӗ унта. Ҫук иккен, нумай ингредиента ал айӗнче мӗн пуррипе улӑштарма тиврӗ", - терӗ Ильгиз Галиев "Татар-информра" иртнӗ пресс-конференцире. Тӗплӗнрех
Хусанти ресторанӑн шеф-поварӗ Ильгиз Галиев Тунисри турниртан 2 ылтӑн медальпе таврӑннӑ
СегодняСегодня
~1 мин