Ыран, майăн 16-мӗшӗнче, Хусанти Халăхсен Туслăх Çуртӗнче (Павлюхин урамӗ, 57-мӗш çурт) «Никрут юрри» салтак юррисен фестиваль-конкурсӗн финалӗ иртет. Унта зонăри турсенче çӗнтернӗ коллективсемпе уйрăм юрлакансем хутшăнаççӗ. Аса илтеретпӗр, асăннă фестиваль-конкурсăн зонăри тапхăрӗсем март-апрель уйăхӗсенче Аксу, Пăва, Çӗпрел тата Нурлат районӗсенче иртрӗç. «Никрут юрри» фестиваль-конкурса Тутарстан Республикинчи Чăваш наципе культура автономийӗ ТР Раисӗн гранчӗпе ирттерет. Мероприяти 11.00 сехетре пуçланать. Туссем, тата çакăн пек пӗлтерӳ пур: ыран «Никрут юррин» финалне курма, хутшăнма пыракансен «Сувар» хаçата 2026 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли çырăнма май пур. Редакци ӗçченӗсем хаçат çырăнакансен хушшинче парнесем вылянтараççӗ. Эппин пурне те кӗтетпӗр!
Ыран «Никрут юрри» фестиваль-конкурсăн финалӗнче «Сувар» çырăнакансене парне кӗтет
2 дня назад2 дня назад
~1 мин