Добавить в корзинуПозвонить
Найти в Дзене
Suvargazeta23

Хаклă вулаканăмăрсем! Май уйăхӗн çурри те çитрӗ акă, йывăç-курăк чечекре, таврара тӗлӗнмелле илем

2026 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли пичет кăларăмӗсене çырăнмалли тапхăр вара малалла тăсăлни пирки аса илтеретпӗр. Тусăмăрсем, юлашки çулсенче хаçат-журнала почтăна каймасăрах çырăнакансем йышланчӗç. «Ансатрах майпа мӗнле çырăнма пулать? «Сувара» çырăнмалли QR-код пичетлеймӗр-ши хаçат­ра?» – тесе ыйтаççӗ вулакансем. Вӗсене хаçатра пичетлерӗмӗр (№18 15.05.2026).   Асăрхаттарни: Раççей Почтин сайчӗ урлă çырăнас тесен регистрациленсе харпăр (личный) кабинет уçмалла. Унта эсир çырăннă пичет кăларăмӗсен даннăйӗсем яланлăхах упранса юлаççӗ. Хаçата çырăннă чух хăвăр пурăнакан региона суйлама ан манăр. Тусăмăрсем! Вăхăт хăвăрт шăвать. Хаçат çырăнассине ырана ан хăварăр. Ӗçе вăхăтра туни аван. Аса илтеретпӗр, «Сувара» Тутарстанра кăна мар, Раççейӗн хуть хăш регионӗнче те çырăнса илме пулать. Хусанта тухса тăракан чăвашла кăларăма Чăваш Республикинче, Марий Элта, Пушкăртстанра, Ульяновск, Самара, Пенза тата Челябинск облаçӗсенче те вулаççӗ.  Малашне те туслă пулар, хисеплӗ вулака­нă­мăрсем! 

Хаклă вулаканăмăрсем! Май уйăхӗн çурри те çитрӗ акă, йывăç-курăк чечекре, таврара тӗлӗнмелле илем. 2026 çулăн 2-мӗш çур çулӗ валли пичет кăларăмӗсене çырăнмалли тапхăр вара малалла тăсăлни пирки аса илтеретпӗр.

Тусăмăрсем, юлашки çулсенче хаçат-журнала почтăна каймасăрах çырăнакансем йышланчӗç. «Ансатрах майпа мӗнле çырăнма пулать? «Сувара» çырăнмалли QR-код пичетлеймӗр-ши хаçат­ра?» – тесе ыйтаççӗ вулакансем. Вӗсене хаçатра пичетлерӗмӗр (№18 15.05.2026).  

Асăрхаттарни: Раççей Почтин сайчӗ урлă çырăнас тесен регистрациленсе харпăр (личный) кабинет уçмалла. Унта эсир çырăннă пичет кăларăмӗсен даннăйӗсем яланлăхах упранса юлаççӗ. Хаçата çырăннă чух хăвăр пурăнакан региона суйлама ан манăр.

Тусăмăрсем! Вăхăт хăвăрт шăвать. Хаçат çырăнассине ырана ан хăварăр. Ӗçе вăхăтра туни аван. Аса илтеретпӗр, «Сувара» Тутарстанра кăна мар, Раççейӗн хуть хăш регионӗнче те çырăнса илме пулать. Хусанта тухса тăракан чăвашла кăларăма Чăваш Республикинче, Марий Элта, Пушкăртстанра, Ульяновск, Самара, Пенза тата Челябинск облаçӗсенче те вулаççӗ. 

Малашне те туслă пулар, хисеплӗ вулака­нă­мăрсем!