Добавить в корзинуПозвонить
Найти в Дзене

Чӑваш чӗлхи кунӗпе чун-чӗререн саламлатӑп

!   Ҫак уяв паллӑ ҫутта кӑлараканӑн, чӑваш халӑх культурин патриархӗн Иван Яковлевич Яковлевӑн ячӗпе уйрӑлми тачӑ ҫыхӑннӑ. Чӑваш ҫырулӑхӗшӗн те, хальхи чӑваш литература чӗлхишӗн те никӗс пулса тӑракан чӑваш алфавитне вӑл туса хатӗрленӗренпе 2026 ҫулта 155 ҫул ҫитет.   Чӗлхе – халӑхӑн чӗрӗ астӑвӑмӗ, унӑн кӑмӑлӗ, историйӗ, шухӑш-туйӑмӗн сӑнарлӑхӗ. «Чӗлхене пӗлмесӗр халӑхӑн чунне пӗлсе ҫитейместӗн», – тесе ахальтен каламаҫҫӗ. Ҫак сӑмахсенче – пысӑкран та пысӑк чӑнлӑх. Тӑван чӗлхемӗр мӑн асаттесен ӑс-хакӑлне, халӑх поэзийӗн илемлӗхне, тӑван сӑмах ӑшшине шанчӑклӑн упрать.   Хисеплӗ ентешӗмӗрсем! Чӑваш сӑмахӗ ӑруран-ӑрӑва куҫса малалла та ҫирӗппӗн те мӑнаҫлӑн янӑратӑр! Пурсӑра та тӑнӑҫлӑх, ырӑлӑх, килӗшӳлӗх тата Чӑваш Енпе нумай нациллӗ Тӑван ҫӗршывӑмӑр ырлӑхӗшӗн ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатӑп! 🇷🇺 Мой канал в MAX

Чӑваш чӗлхи кунӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

 

Ҫак уяв паллӑ ҫутта кӑлараканӑн, чӑваш халӑх культурин патриархӗн Иван Яковлевич Яковлевӑн ячӗпе уйрӑлми тачӑ ҫыхӑннӑ. Чӑваш ҫырулӑхӗшӗн те, хальхи чӑваш литература чӗлхишӗн те никӗс пулса тӑракан чӑваш алфавитне вӑл туса хатӗрленӗренпе 2026 ҫулта 155 ҫул ҫитет.

 

Чӗлхе – халӑхӑн чӗрӗ астӑвӑмӗ, унӑн кӑмӑлӗ, историйӗ, шухӑш-туйӑмӗн сӑнарлӑхӗ. «Чӗлхене пӗлмесӗр халӑхӑн чунне пӗлсе ҫитейместӗн», – тесе ахальтен каламаҫҫӗ. Ҫак сӑмахсенче – пысӑкран та пысӑк чӑнлӑх. Тӑван чӗлхемӗр мӑн асаттесен ӑс-хакӑлне, халӑх поэзийӗн илемлӗхне, тӑван сӑмах ӑшшине шанчӑклӑн упрать.

 

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем! Чӑваш сӑмахӗ ӑруран-ӑрӑва куҫса малалла та ҫирӗппӗн те мӑнаҫлӑн янӑратӑр! Пурсӑра та тӑнӑҫлӑх, ырӑлӑх, килӗшӳлӗх тата Чӑваш Енпе нумай нациллӗ Тӑван ҫӗршывӑмӑр ырлӑхӗшӗн ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатӑп!

🇷🇺 Мой канал в MAX