Апрелӗн 7-мӗшӗнче Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел шкулӗнче Елена Аксупи çыравçăпа тӗлпулу иртрӗ. Елена Геннадиевна – пирӗн ентеш, Беловка ялӗнче çуралса ӳснӗ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетне пӗтернӗ хыççăн Ульяновск облаçӗнчи чăвашсен «Канаш» хаçачӗн редакцийӗнче ӗçлеме пуçланă. Тӗп ӗçрен пушă вăхăтра талантлă ентешӗмӗр литературăра хăйӗн пултарулăхне туптать – калавсем çырать. Тӗплӗнрех