☀️ Ака уйăхӗн 4-мӗшӗ – Василий. Хӗвеле сăнамалла: енчен те вăл тухнă чух хӗрлӗ ункăсемпе тухать – кăçал тухăç лайăх пулать. Тӳпере кăвак пӗлӗтсем шуни – ăшă пуласса тата çумăра. Кăткă йăви çинчи юр çурçӗр енчен малтан ирӗлет пулсан – çулла ăшă пулать тата вăрăма тăсăлать.