В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн «Карчӑксем качча каяҫҫӗ» спектакльне курчӗҫ. Тӑватӑ кинеми ялти ваттисен çуртне вырнаçнӑ. Иртнӗ пурнӑçне асилсе пурӑнакан хӗрарӑмсен тӗрлӗрен шӑпа. Председатель кӗтмен çӗртен вӗсем патне пӗр мучие илсе пырать. Кинемисем кашнинпе пӗр чӗлхе тупма пултарнӑ старике шанаççӗ, хӑйсен ӗмӗтне пурнӑçлама пултарасса ӗненсе пурте пӗрле ун пӳртне пурӑнма куçма та хатӗр. Анчах… Спектакльте асӑннӑ театрӑн артисчӗсем Ирина Верьялова, Светлана Андреева, Валентина Иванова, Александра Зайцева, Владимир Семенов тата Арсентий Дмитриев вылярӗҫ🔥👍👏👏👏 В этом посте есть большое видео, которое не загрузилось в Дзен. Откройте оригинал поста в телеграме, чтобы его посмотреть