Мартăн 27-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ. Çак кун тӗлне тата Раççейри театр деятӗлӗсен союзӗ 150 çул тултарнă çӗре Пӗтӗм Раççейӗпе иртекен «Театр искусствин каçӗ» акци хатӗрленӗ. Çӗршыври 70 ытла регионта çӗрлехи тӳлевсӗр спектакльсем пăхма пулать, экскурсипе сцена хыçне кӗрсе курма юрать, мастер-классемпе тврчествăллă тӗлпулусене хутшăнма кăсăк. Тӗплӗнрех