Хӗл ыйхинчен вăраннă пӗрремӗш хир сăвăрӗсене (сурки-бабайки) Пӗкӗлме районӗнчи сунар хуçалăхӗн территорийӗнче асăрханă. Хӗл хыççăн çӗр айӗнчен хуп-хура тухаççӗ вӗсем. Малтан хăйсене тирпейлӗн тасатаççӗ те апат шырама тытăнаççӗ. Çӗнӗ курăк шăтиччен пӗлтӗрхине çиеççӗ. Вӗсен тӗллевӗ халӗ организмри шыв шайне ӳстересси тата йăвине тасатасси, тесе пӗлтерет ТР Биоресурссен комитечӗ. Хир сăвăрӗ хӗлле чи нумай çывăракан чӗрчун, ултă уйăх ытла тăсăлать вӗсен ыйхи, урăхла каласан август вӗçӗнчен пуçласа март уйăхӗчченех. (ТР Биоресурссен комитечӗн сайтӗнчи сăнӳкерӗк).