Мартăн 25-мӗшӗнче, шăп Культура ӗçченӗн кунӗнче, Хусанти çамрăксен Анжелика Еремеева ертсе пыракан «Ӗмӗт» ушкăнӗ куракана пысăк парнепе савăнтарчӗ. Халăхсен Туслăх Çуртӗнче тăватă çынран тăракан этно-ансамбль «Çутçанталăк (Мир). Чувашская мифология» çӗнӗ альбомне хăтларӗ. «Росмолодежь. Гранты» Çамрăксен ӗçӗсен федераллă агентстви проекта ырласа тӗрев панă. Тӗплӗнрех