Найти в Дзене
Suvargazeta23

Паян, мартӑн 26-мӗшӗнче, Хусанти К.Насыри ячӗллӗ 80-мӗш номерлӗ шкулта Вӗрентӳ организацийӗсемпе вырсарни шкулӗсенче тӑван чӗлхе

вӗрентекенӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗ пуҫланчӗ. Ку конкурс ҫулленхи, вӑл икӗ куна пырать. Пӗрремӗш тапхӑра Раҫҫейӗн 15 регионӗпе Тутарстан районӗсенчен 70-е яхӑн тӑван чӗлхе вӗрентекенӗ хутшӑннӑ. Иккӗмӗш тапхӑра 50 педагог иртнӗ. Вӗсен шутӗнчен ӗнтӗ жюри ҫӗнтерӳҫӗсене суйласа илӗ. Конкурс концерт программипе уҫӑлчӗ. Унта К.Насыри шкулӗн вӗрентекенӗсем хутшӑнчӗҫ. ТР Вӗрентӳпе наука министерствинчен министр ҫумӗ Минзалия Закирова пулчӗ. Вӑл конкурса хутшӑнакансене ӑнӑҫу сунчӗ.

Паян, мартӑн 26-мӗшӗнче, Хусанти К.Насыри ячӗллӗ 80-мӗш номерлӗ шкулта Вӗрентӳ организацийӗсемпе вырсарни шкулӗсенче тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗ пуҫланчӗ.

Ку конкурс ҫулленхи, вӑл икӗ куна пырать. Пӗрремӗш тапхӑра Раҫҫейӗн 15 регионӗпе Тутарстан районӗсенчен 70-е яхӑн тӑван чӗлхе вӗрентекенӗ хутшӑннӑ. Иккӗмӗш тапхӑра 50 педагог иртнӗ. Вӗсен шутӗнчен ӗнтӗ жюри ҫӗнтерӳҫӗсене суйласа илӗ.

Конкурс концерт программипе уҫӑлчӗ. Унта К.Насыри шкулӗн вӗрентекенӗсем хутшӑнчӗҫ. ТР Вӗрентӳпе наука министерствинчен министр ҫумӗ Минзалия Закирова пулчӗ. Вӑл конкурса хутшӑнакансене ӑнӑҫу сунчӗ.

-2
-3
-4
-5