Мартăн 22-мӗшӗнче Тутарстан тӗп хулинче сывлăх енчен çирӗпех мар ачасен пултарулăхӗн Пӗтӗм Раççейри VI фестивалӗн гала-концерчӗ иртет. Фестивалӗн тӗп тӗллевӗ – сывлăх енчен çирӗпех мар ачасене искусство урлă пулăшасси. Унта хутшăнни ачасене хăйсене кăтартма, çӗнӗ туссем тупма, обществăра çирӗпрех туйма май туса парать. Çак пысăк мероприятие улттăмӗш хут «Радуга добра» ыркăмăллăх фончӗн учредителӗсем Валентина Бушуевăпа Ирина Будовниц йӗркелеççӗ. Тӗплӗнрех