Мияки районĕнчи Крупская ячĕллĕ хуçалăх пурнăç таппинчен юлмасть. Паянхи самана тĕрлĕ чăрмавсем кăларса тăратнине пăхмасăр малашлăх çинчен ĕмĕтленет. Иртнĕ çулхи пĕтĕмлетÿсем тăрăх, 52,3 млн тенкĕлĕх тавар туса илнĕ. Вĕсенчен 80 процентне выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре тунă продукци шучĕпе. Паянхи кун хуçалăхра 888 пуç мăйракаллă шултăра выльăх тата 26 пуç лаша тытаççĕ. Вĕсен ытларах пайĕ Суккул-Михайловка ялĕнчи фермăра вырнаçнă, ыттисем – Çĕнĕ Хурамалта. – Сăвакан ĕнесем пурĕ 408 пуç, вĕсенчен пĕр пайĕ пăруламаллисем. Хальхи вăхăтра талăкра 1700 килограмм сĕт суса илетпĕр, ăна Раевкăри завода ăсататпăр. Пĕр пайне (120-150 литр) пĕчĕк пăрусем валли те хăваратпăр. Ĕç кунĕ ирхи 5 сехетре пуçланать те мĕн каçхи сăвăм вĕçлениччен тăсăлать, – паллаштарчĕ пире кунти ферма заведующийĕ Василий Павлов. Пурĕ фермăра 10 доярка тăрăшать, вĕсенчен саккăрăшĕ – яланах ĕçре, тепĕр иккĕшĕ лару-тăрăва пăхса улшăнса ĕçлеççĕ. Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, дояркăсем хушшинче Ираида Михайлова мала тухнине