Ялта медпункт тата çакăн пек лайăх фельдшер пуррипе питӗ савăнатпăр. Ялти медицина ӗçченӗ яланах хисеплӗ çын шутланнă. Шурă халатлă ӗçчен кирек хăçан та пулăшасса пурте шанса тăраççӗ. Эмелпе çеç мар, ăшă сăмахпа та сиплекен фельдшер патне ял халăхӗ туртăнать. Шăпах çакăн пек ăшă кăмăллă фельдшер Теччӗ районӗнчи Пухтел ялӗнче ФАПра вăй хурать. Ольга Сорокина 36 çул ӗнтӗ ял çыннисен сывлăхне тимлет. Ялта пурăнакансем ун çинчен яланах ăшшăн калаçаççӗ, тимлӗ те тăрăшуллă пулнăшăн тав тăваççӗ. Тӗплӗнрех Эпир MAXра