Тутарстанра «Çемье автобусӗ» ятпа çӗнӗ социаллă проект ӗçлеме пуçлать. Унăн тӗллевӗ – çемье институтне çирӗплетесси, районсенчи çемьесене адреслă пулăшу парасси. Проект шайӗнче профильлӗ специалистсем граждансене тӗрлӗ ыйтупа консультаци пама 5 района çитӗç. Çула тухмалли графика çирӗплетнӗ ӗнтӗ, пӗрремӗш тӗлпулу мартăн 5-мӗшӗнче Чистайра иртет. Тӗплӗнрех