Талантлă поэтăн пултарулăхӗпе паллашма сӗнетпӗр, хисеплӗ вулакансем. Ан вăрçăр манăн ăрăва... Ан вăрçăр манăн ăрăва, ан вăрçăр, Хивре пулсан, тӳррӗн перет пулсан. Пуçламăшне асилӗр – хӗрӳ вăрçă Ăна çапла ӳстернӗ ачаран. Ан чарăр манăн ăрăва, ан чарăр, Вăл хăй çине нумай илет пулсан. Çӗршывăм умӗнче ун пысăк парăм, Çавна туйса ӗçлет вăл пур вăйран. Ыр сунăр манăн ăрăва, ыр сунăр, Тӗллев патне хыт ыткăнать пулсан. Чӗри çуталтăр, хӗвел евӗр çунтăр, Вӗри хӗмне çынсемшӗн салатса. Малалла