Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Авӑркас районӗнчи Толбазăри лицейра республика шайĕнчи «Янӑравлӑ чӗрӗ сӑмах» конкурсӑн зоналлӑ тапхăрĕ иртрӗ. Пултарулăх ăмăртăвне Авӑркас тата Кармаскалă районĕсенчи вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Вĕсене лицей директорӗ Л.Д. Васильева, тӑван чӗлхесен методисчӗ Л.Р. Бикбаева, тутар тата чӑваш филологи кафедрин ертÿçи И.С. Мансуров ӑнӑҫу сунса саламларӗҫ. Çак йĕркесен авторĕ Александр Савельев-САС поэтăн сӑввине илемлӗ вуласа пачĕ. Вӗренекенсем сӑвӑ епле вуланине Ӗпхӳ наука тата технологисен университечӗн Ҫтерлӗ филиалӗн тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчĕ Л.А. Афанасьева тата Пушкӑртстан Республикинчи Халӑхсен туслӑхӗн çурчӗн Авăркас районĕнчи Чӑваш историпе культура центрӗн тӗп специалисчӗ Е.В. Иванова хак пачӗҫ. Конкурсăн координаторĕ тутар тата чăваш филологи кафедринче вӑй хуракан Л.В. Коротаева доцент пулчӗ. «Янӑравлӑ чӗрӗ сӑмах» конкурса ҫулсеренех Тӑван чӗлхе кунне халалласа ирттереҫҫӗ. Конкурсантсем чӑваш халӑх поэчĕн, çыравçăн, драматургăн, куçаруçăн Ух
Толбазăсем конкурса хутшăнакансене тарават кĕтсе илчĕç
24 февраля24 фев
1 мин