Добавить в корзинуПозвонить
Найти в Дзене
Suvargazeta23

Чак-чакшăн та ГОСТ пур халь

Атăлçи тăрăхӗн анлă сарăлнă наци çимӗçӗн, чак-чакăн, патшалăх стандарчӗ пур халь, ăна нумай пулмасть çирӗплетнӗ. Урăхла каласан сăрт евӗр формăллă, пыл пек ылтăн сарă тӗслӗ пулмалла. Чустине шурă тулă çăнăхӗпе çăмартаран çăрмалла, пропитка валли сахăрпа пыл хутăшӗпе кăна усă курмалла, тесе пӗлтерет «Татар-информ» агентство Росстандартăн хыпарӗ çине таянса. Кунсăр пуçне составӗн, констинстенцийӗн, шăршипе чӗркевӗн тата транспортировкин çирӗплетнӗ йӗрки пулмалла. Документра çаплах классикăллă чак-чака мăйăрпа, типӗтнӗ улма-çырлапа (сухофруктпа) тата кунжутпа кăна илемлетме юрать, анчах рецепта улăштармалла мар. Чак-чакăн патшалăх стандарчӗ пурри кулинари производительне десерта кирлӗ пек хатӗрлеме, туянакана унта мӗн-мӗн пулмаллине пӗлме кирлӗ.

Чак-чакшăн та ГОСТ пур халь

Атăлçи тăрăхӗн анлă сарăлнă наци çимӗçӗн, чак-чакăн, патшалăх стандарчӗ пур халь, ăна нумай пулмасть çирӗплетнӗ. Урăхла каласан сăрт евӗр формăллă, пыл пек ылтăн сарă тӗслӗ пулмалла. Чустине шурă тулă çăнăхӗпе çăмартаран çăрмалла, пропитка валли сахăрпа пыл хутăшӗпе кăна усă курмалла, тесе пӗлтерет «Татар-информ» агентство Росстандартăн хыпарӗ çине таянса.

Кунсăр пуçне составӗн, констинстенцийӗн, шăршипе чӗркевӗн тата транспортировкин çирӗплетнӗ йӗрки пулмалла. Документра çаплах классикăллă чак-чака мăйăрпа, типӗтнӗ улма-çырлапа (сухофруктпа) тата кунжутпа кăна илемлетме юрать, анчах рецепта улăштармалла мар.

Чак-чакăн патшалăх стандарчӗ пурри кулинари производительне десерта кирлӗ пек хатӗрлеме, туянакана унта мӗн-мӗн пулмаллине пӗлме кирлӗ.