Ӗнер Аксу район центрӗнче «Кӳршӗ» проект шайӗнче «Снеговик-фест» çемье пикникӗ иртрӗ. Мероприятие Аксури Тӗп библиотека системи йӗркелесе ирттерчӗ. Уяв программи питӗ пуянччӗ. Кунта юр кӗлеткесен (снеговиксен) парачӗ те, вырăнти артистсем йӗркеленӗ концерт та иртрӗ. Пухăннисем тӗрлӗ вăйăсем вылярӗç, ташларӗç, ватрушкăпа ярăнчӗç, спорта юратакансем «Клюшка-шоуна» хутшăнчӗç. Алкогольсӗр глинтвейн ӗçсе ăшăнма та май пулчӗ. Юр кӗлеткесемпе пӗрле ятарласа тунă фотозонăра сăн ӳкерӗнес текенсем те нумайăнччӗ. Тӗплӗнрех