Çӗрулмине шуратса малтан тăватшар пай çине касмалла, унтан кашнине тата икшер пая уйăрмалла. Лайăх çумалла та дуршлаг çине хурса шывне сăрхăнтармалла. Савăта хурса тăвар, типӗтнӗ техӗмлӗ курăк, паприка, вӗтетнӗ е пресс витӗр кăларнă ыхра, тип çу хушса лайăх хутăштармалла. Пергамент хут сарнă противень çине хурса духовкăра (200 градус) 30-35 минут пӗçермелле. Çӗрулмипе çиме тар-тар соуса çапла хатӗрлемелле: кирлӗ ингредиентсене блендерпа пăтраштармалла – соус хатӗр те. Çӗрулми, типӗтнӗ техӗмлӗ курăк (приправа), паприка, 2 шăл ыхра, 2-3 кашăк тип çу; соус валли 2 тăварланă хăяр, 2 шăл ыхра, 2 кашăк хăйма, 2 кашăк майонез, кăштах ешӗл петрушка е укроп кирлӗ.