Найти в Дзене
Suvargazeta23

Кăштах кулăш

– Вăт эсрел! – сасартăк кăшкăрать арăмӗ тӗпелтен. Вӗçкӗн Ваççа кушакне: – Мӗнле шутлатăн, эс сӗтел çинчи кăлпассие çисе янине курчӗ-ши е эпӗ пушатнă кӗленчене асăрхарӗ?.. ××× Пӗрисем Çӗр çаврака тесе шутлаççӗ. Теприсем вăл тӳрем пулнине ӗненеççӗ. Травмпунктра кăна тӗрӗссине пӗлеççӗ: Çӗр – йăкăр-якăр! ××× – Марине аппа, сирӗн патра вăхăтлăха хамăн теттесене хăварма юрать-и? – ыйтать пӗчӗк Петюк кӳршӗ хӗрарăмӗнчен. – Мӗн пулчӗ тата, ачам? – Ара, паян ача çуратмалли çуртран шăллăма илсе килеççӗ. Темле ача-ха, пӗлме çук вӗт... ××× – «Пӗр сехетлӗх упăшка» чӗнтернӗччӗ-и? – Ара, шкула ашшӗ-амăш пухăвне кайса килӗр-ха. ××× – Çӗнӗ çуртра хваттер туянтăм, – тет Чăнкă Мирун. – Хаклă мар. Анчах та сасă илтӗнес енчен вара... кӳршӗ телефонпа калаçнине те аван илтетӗп. – Э-э-э, сана ăннă-ха, – тет Вӗçкӗн Ваççа. – Эпӗ вăт кӳршӗпе телефонпа калаçаканне те илтетӗп...

Кăштах кулăш

– Вăт эсрел! – сасартăк кăшкăрать арăмӗ тӗпелтен. Вӗçкӗн Ваççа кушакне: – Мӗнле шутлатăн, эс сӗтел çинчи кăлпассие çисе янине курчӗ-ши е эпӗ пушатнă кӗленчене асăрхарӗ?..

×××

Пӗрисем Çӗр çаврака тесе шутлаççӗ. Теприсем вăл тӳрем пулнине ӗненеççӗ. Травмпунктра кăна тӗрӗссине пӗлеççӗ: Çӗр – йăкăр-якăр!

×××

– Марине аппа, сирӗн патра вăхăтлăха хамăн теттесене хăварма юрать-и? – ыйтать пӗчӗк Петюк кӳршӗ хӗрарăмӗнчен.

– Мӗн пулчӗ тата, ачам?

– Ара, паян ача çуратмалли çуртран шăллăма илсе килеççӗ. Темле ача-ха, пӗлме çук вӗт...

×××

– «Пӗр сехетлӗх упăшка» чӗнтернӗччӗ-и?

– Ара, шкула ашшӗ-амăш пухăвне кайса килӗр-ха.

×××

– Çӗнӗ çуртра хваттер туянтăм, – тет Чăнкă Мирун. – Хаклă мар. Анчах та сасă илтӗнес енчен вара... кӳршӗ телефонпа калаçнине те аван илтетӗп.

– Э-э-э, сана ăннă-ха, – тет Вӗçкӗн Ваççа. – Эпӗ вăт кӳршӗпе телефонпа калаçаканне те илтетӗп...