Найти в Дзене
Suvargazeta23

Черетлӗ гумконвой çула тухрӗ

Çӗпрел районӗнче пурăнакан çар ветеранӗпе Ирек Яфизовпа Фарида Хайруллова тăванӗсемпе пӗрле СВОри салтаксем валли черетлӗ гуманитари пулăшăвӗ пачӗç. Контрактпа кайнă салтаксен заказӗпе пухнă пысăк парти гуманитари пулăшăвне, çав шутра Çӗпрел районӗнчи «Огонек Доброты» волонтерсен ушкăнӗн пулăшăвне те, февралӗн 4-мӗшӗнче Ирек Яфизовпа Талгат Замалетдинов хăйсен машинисемпе СВОна зонине, Луганск Республикин территорийӗнчи салтаксем патне леçрӗç. «СВО зонинчи десантниксем çӗпрелсене черетлӗ пулăшу панăшăн чӗререн тав тăваççӗ. Эпир вара салтаксене пурне те ура çинче çирӗп тăма, киле ырă-сывă таврăнма сунатпăр. Пӗрле эпир вăйлă! Çӗнтерӳ пирӗн пулать!» – пӗлтерчӗ Çар ветеранӗсен Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ертӳçи Виктор Петухов. (В.Петухов сăнӳкерчӗкӗ).

Черетлӗ гумконвой çула тухрӗ

Çӗпрел районӗнче пурăнакан çар ветеранӗпе Ирек Яфизовпа Фарида Хайруллова тăванӗсемпе пӗрле СВОри салтаксем валли черетлӗ гуманитари пулăшăвӗ пачӗç.

Контрактпа кайнă салтаксен заказӗпе пухнă пысăк парти гуманитари пулăшăвне, çав шутра Çӗпрел районӗнчи «Огонек Доброты» волонтерсен ушкăнӗн пулăшăвне те, февралӗн 4-мӗшӗнче Ирек Яфизовпа Талгат Замалетдинов хăйсен машинисемпе СВОна зонине, Луганск Республикин территорийӗнчи салтаксем патне леçрӗç.

«СВО зонинчи десантниксем çӗпрелсене черетлӗ пулăшу панăшăн чӗререн тав тăваççӗ. Эпир вара салтаксене пурне те ура çинче çирӗп тăма, киле ырă-сывă таврăнма сунатпăр. Пӗрле эпир вăйлă! Çӗнтерӳ пирӗн пулать!» – пӗлтерчӗ Çар ветеранӗсен Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ертӳçи Виктор Петухов. (В.Петухов сăнӳкерчӗкӗ).