Найти в Дзене
Suvargazeta23

Ешӗлвар хулинчи общежитире ӗнер 3 çын çунса вилнӗ

Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, пушар пирус туртнă чух асăрханманнипе тухма пултарнă. Ӗнер, февралӗн 3-мӗшӗнче, Ешӗлвар хулинчи Чапаев урамӗнчи общежити пулнă 9 хутлă çуртăн пӗр пӳлӗмӗнче ирхине виçӗ сехетсен тӗлӗнче тухнă пушарта икӗ арçынпа пӗр хӗрарăмăн ӗмӗрӗ татăлнă. Пушара сӳнтернӗ хыççăн асăрханă вӗсене. РФ Следстви комитечӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, следстви пырать. Çунакан çуртран çăлавçăсем 10 çынна, çав шутра икӗ ачана, çăлнă. («Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ).

Ешӗлвар хулинчи общежитире ӗнер 3 çын çунса вилнӗ

Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, пушар пирус туртнă чух асăрханманнипе тухма пултарнă.

Ӗнер, февралӗн 3-мӗшӗнче, Ешӗлвар хулинчи Чапаев урамӗнчи общежити пулнă 9 хутлă çуртăн пӗр пӳлӗмӗнче ирхине виçӗ сехетсен тӗлӗнче тухнă пушарта икӗ арçынпа пӗр хӗрарăмăн ӗмӗрӗ татăлнă. Пушара сӳнтернӗ хыççăн асăрханă вӗсене.

РФ Следстви комитечӗн Тутарстанри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, следстви пырать. Çунакан çуртран çăлавçăсем 10 çынна, çав шутра икӗ ачана, çăлнă. («Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ).