Тутарстанра эрнере пилӗк кун ӗçлесе икӗ кун канмалли графикпе ӗçлекенсемшӗн март уйăхӗнче икӗ вăрăм канмаллисем пулаççӗ. Малтан мартăн 7 – 9-мӗшӗсенче канăпăр – Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ вырсарникуна лекнӗрен канмалли кун тунтикуна, мартăн 9-мӗшне, куçать. Кунсăр пуçне мартăн 20 – 22-мӗшӗсенче те канăпăр. Ку мартăн 20-мӗшӗнче Тутарстанра Ураза-байрам паллă тунипе çыхăннă. Уяв умӗнхи кун, мартăн 19-мӗшӗнче, ӗç кунӗ пӗр сехет кӗскерех пулать. Март уйăхӗнче республикăра пурăнакансен 20 ӗç кунӗ, 11 канмалли пулать.