Добавить в корзинуПозвонить
Найти в Дзене
Suvargazeta23

«Хузангаевский» хуҫалӑхра зубрпа бизон гибридне ӗрчетеҫҫӗ

Юлашки 10 ҫулта тискер чӗрчунсен популяцине ӳстерес шутпа республикӑра пысӑк ӗҫ тунӑ. Пӑлансен, мулкачсен, суроксен шучӗ сисӗнмеллех ӳснӗ пӗлтӗр. Темиҫе ҫул ӗнтӗ ҫурма хупӑ вырӑнсенче пӑлан, марал, лань, муфлон пек чӗрчунсене ӗрчетеҫҫӗ. "Хузангаевский" хуҫалӑха тата зубрпа бизон гибричӗсене, ҫурҫӗр пӑланӗсене ӗрчетме кӳнӗ. Ҫапла майпа республика Раҫҫейре анлӑ сарӑлса пыракан экологипе сунар туризмӗсене аталантарасшӑн, кун ҫинчен ТР Биологи ресурссӗсен енӗпе патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Федор Батков паян комитетӑн 2025 ҫулхи ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май пӗлтерчӗ. Экологи тата сунар туризмӗсене кӑмӑллакансене илӗртес шутпа  Ешӗлвар районӗнче ятарлӑ центр туса хума палӑртнӑ. Туристсем кунта сунара, пулла ҫӳресе канӗҫ, Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ район ку енӗпе ҫав тери меллӗ, Хусантан та инҫе мар. Кунсӑр пуҫне кунта тата тискер вӗҫен кайӑксен питомникне те туса хурасшӑн. Сайра тӗл пулакан кайӑксем мӗнле ӑста сунарҫӑсем пулнине те курма пулӗ унта.

«Хузангаевский» хуҫалӑхра зубрпа бизон гибридне ӗрчетеҫҫӗ

Юлашки 10 ҫулта тискер чӗрчунсен популяцине ӳстерес шутпа республикӑра пысӑк ӗҫ тунӑ. Пӑлансен, мулкачсен, суроксен шучӗ сисӗнмеллех ӳснӗ пӗлтӗр. Темиҫе ҫул ӗнтӗ ҫурма хупӑ вырӑнсенче пӑлан, марал, лань, муфлон пек чӗрчунсене ӗрчетеҫҫӗ. "Хузангаевский" хуҫалӑха тата зубрпа бизон гибричӗсене, ҫурҫӗр пӑланӗсене ӗрчетме кӳнӗ. Ҫапла майпа республика Раҫҫейре анлӑ сарӑлса пыракан экологипе сунар туризмӗсене аталантарасшӑн, кун ҫинчен ТР Биологи ресурссӗсен енӗпе патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Федор Батков паян комитетӑн 2025 ҫулхи ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май пӗлтерчӗ.

Экологи тата сунар туризмӗсене кӑмӑллакансене илӗртес шутпа  Ешӗлвар районӗнче ятарлӑ центр туса хума палӑртнӑ. Туристсем кунта сунара, пулла ҫӳресе канӗҫ, Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ район ку енӗпе ҫав тери меллӗ, Хусантан та инҫе мар. Кунсӑр пуҫне кунта тата тискер вӗҫен кайӑксен питомникне те туса хурасшӑн. Сайра тӗл пулакан кайӑксем мӗнле ӑста сунарҫӑсем пулнине те курма пулӗ унта.