Найти в Дзене
Suvargazeta23

Санкт-Петербургра Сурхури паллă тунă

Раççейри халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалласа «Хамăр йăла-йӗркене упратпăр» культурăпа çутӗç проекчӗн шайӗнче Санкт-Петербургра чăвашсен ларăвӗ иртнӗ. Тӗлпулу Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн ӗçӗ-хӗлӗ çинчен тунă отчетран пуçланнă. Унăн ертӳçи Валериан Гаврилов иртнӗ çула пӗтӗмлетсе 2026 çулхи плансем çинчен каласа панă тата организацин çӗнӗ пайташӗсемпе паллаштарнă. Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçӗнчи чăваш çамрăксен организацийӗн председателӗн çумӗ, СВОна хутшăннă Николай Александрович Петров пурне те «Сурхури» уявӗпе саламласа малашне те ăнăçу суннă. Хӗрарăмсен Канашӗн пайташӗ, психолог Ирина Николаевна Кондакова уяв историйӗ тата ăна мӗнле ирттерни çинчен каласа панă, уяв сăввисемпе паллаштарнă. Малалла

Санкт-Петербургра Сурхури паллă тунă

Раççейри халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалласа «Хамăр йăла-йӗркене упратпăр» культурăпа çутӗç проекчӗн шайӗнче Санкт-Петербургра чăвашсен ларăвӗ иртнӗ.

Тӗлпулу Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн ӗçӗ-хӗлӗ çинчен тунă отчетран пуçланнă. Унăн ертӳçи Валериан Гаврилов иртнӗ çула пӗтӗмлетсе 2026 çулхи плансем çинчен каласа панă тата организацин çӗнӗ пайташӗсемпе паллаштарнă.

Санкт-Петербургри тата Ленинград облаçӗнчи чăваш çамрăксен организацийӗн председателӗн çумӗ, СВОна хутшăннă Николай Александрович Петров пурне те «Сурхури» уявӗпе саламласа малашне те ăнăçу суннă. Хӗрарăмсен Канашӗн пайташӗ, психолог Ирина Николаевна Кондакова уяв историйӗ тата ăна мӗнле ирттерни çинчен каласа панă, уяв сăввисемпе паллаштарнă.

Малалла

-2
-3
-4
-5
-6
-7
-8
-9
-10