Шыв-шур навигацийӗ уçăлсан пассажирсене «Метеор– 2020» Кама юханшывӗ тăрăх Автограда турттарма тытăнать. Чăн та, пурне те мар, туристсене кăна. ТР Транспорт тата çул-йӗр хуçалăхӗн министрӗ Фарит Ханифов пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстан шыв-шур тăрăх пассажирсене турттарассине ӳстерет. Çавăнпа 2026 çулта пуррисен çумне тепӗр «Хусан – Çырчалли» çӗнӗ маршрут хушăнать. Çынсем Автограда маларах та Кама юханшывӗ тăрăх çӳренӗ вăхăтсем пулнă-ха, анчах регионăн çул-йӗр сечӗ лайăх аталаннипе халӗ «Метеорпа» çӳрес текенсем нумай пухăнасси иккӗленӳллӗ. Çавăнпа турист маршручӗ пек кăна тăвасшăн ăна. Тутарстанпа паллашас шутлă туристсене Çырчаллине хăвăрт çитсе килме пулăшӗ вăл. Кимӗ-карапсен строительствин «Ак Барс» корпорацийӗнче тăракан А.М.Горький ячӗллӗ завод (Ешӗлвар) «Тутарстан Республикин флочӗ» компание пысăк хăвăртлăхлă тăватă «Метеор – 2020» туса панă та ӗнтӗ.