Найти в Дзене

Чăвашсен Канашĕ пĕр йыша пĕрлешме хатĕр

«Шăпăра пĕрчĕн-пĕрчĕн хуçма пулать, çыхнă шăпăра хуçаймăн» текен халăх каларăшне паянхи кун тĕрлĕ канашлусемпе пухусенче тăтăшах илтме пулать. Çак шухăша сăмах калакансем ыт ахальтен палăртмаççĕ, халăхăн вăйĕ пĕрлĕхре пулнине тепĕр хут çирĕплетесшĕн, ăна ăша хывса асра тытма ыйтасшăн. Ĕпхÿ хулинче январь уйăхĕн 17-мĕшĕнче иртнĕ республикăри чăвашсен Канашĕн конференцийĕнче те «шăпăр» теми, тĕрĕсрех пĕрлĕх ыйтăвĕ, малти вырăнта пулчĕ. Çавăнпа та кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтăва Пушкăртстанри обществăлла чăваш организацийĕсене пĕрлештерессине халалларĕç. Сăмах кунта регионти чăваш культура обществине, чăвашсен Канашне тата чăваш наципе культура автономине пĕр пĕрлĕхе пухасси пирки пырать. Конференци ĕçне республикăри 14 районпа хуларан 50 ытла делегат хутшăнчĕ. Форумăн ĕç органĕсене суйланă тата кун йĕркинчи ыйтусене çирĕплетнĕ хыççăн ПР чăвашсен Канашĕн ертÿçи Николай Иванов тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ, паянхи аслă пухăва мĕн тĕллевпе пухăннине пĕлтерчĕ. Ун хыççăн тухса калаçакансем йышлă пул

«Шăпăра пĕрчĕн-пĕрчĕн хуçма пулать, çыхнă шăпăра хуçаймăн» текен халăх каларăшне паянхи кун тĕрлĕ канашлусемпе пухусенче тăтăшах илтме пулать. Çак шухăша сăмах калакансем ыт ахальтен палăртмаççĕ, халăхăн вăйĕ пĕрлĕхре пулнине тепĕр хут çирĕплетесшĕн, ăна ăша хывса асра тытма ыйтасшăн.

Ĕпхÿ хулинче январь уйăхĕн 17-мĕшĕнче иртнĕ республикăри чăвашсен Канашĕн конференцийĕнче те «шăпăр» теми, тĕрĕсрех пĕрлĕх ыйтăвĕ, малти вырăнта пулчĕ. Çавăнпа та кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтăва Пушкăртстанри обществăлла чăваш организацийĕсене пĕрлештерессине халалларĕç. Сăмах кунта регионти чăваш культура обществине, чăвашсен Канашне тата чăваш наципе культура автономине пĕр пĕрлĕхе пухасси пирки пырать.

Конференци ĕçне республикăри 14 районпа хуларан 50 ытла делегат хутшăнчĕ. Форумăн ĕç органĕсене суйланă тата кун йĕркинчи ыйтусене çирĕплетнĕ хыççăн ПР чăвашсен Канашĕн ертÿçи Николай Иванов тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ, паянхи аслă пухăва мĕн тĕллевпе пухăннине пĕлтерчĕ. Ун хыççăн тухса калаçакансем йышлă пулчĕç. Чăн малтан Пушкăртстанра ирĕклĕ майпа йĕркеленекен батальонсен штабĕн ертÿçи Борис Гордеев ШĔМ полковникĕ сăмах илчĕ. Сăмах май, Борис Ефимович регионти чăвашсен Канашĕн ветерансемпе тата çамрăксемпе ĕçлекен комиссине те ертсе пырать.

– Мана 2019 çулта регионти чăваш обществăлла организацине пĕрлештересси пирки наука ĕçĕ те çырма тÿр килнĕччĕ. Унтанпа 6 çул иртрĕ пулсан та ыйтăва паянхи кун татса параймарăмăр-ха. Анчах та эпир пĕрлешÿ çулĕ çине тăнă. Апла пулсан пĕр пĕрлĕх пулатех, историри пулăмсем те çакнах çирĕплетеççĕ. Ача чухне атте «шăпăра хуçаймастăн» тесе каланисем халĕ те пуçран тухмаççĕ. Тата «канаш» сăмах пĕлтерĕшĕ çинчен те манар мар, пирĕн халăх кирек мĕнле ĕçе те йышпа канашласа тунă. Çакă ăна ĕмĕрсем хушши çĕр чăмăрĕ çинче хăйĕн чĕлхине, йăли-йĕркине, культурине упраса хăварма майсем туса панă. Пирĕн шур сухал, Алексей Александрович Кондратьев профессор та, çак шухăша тĕпе хурса иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче Пушкăртстанра пурăнакан чăвашсене пĕр çемьене пухма пултарнă. Çакна пирĕн манас пулмасть. Кĕскен каласан эпĕ командăпа пĕрле ĕçлессишĕн, – терĕ Борис Ефимович залра ларакан делегатсене хăйĕн шухăшĕсемпе паллаштарнă май.

Аслă пуху ĕçне ПР Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕ Эльмира Саматова хутшăнчĕ. Сумлă хăнана та сăмах пачĕç. Эльмира Радифовна республикăра вырăссен Соборĕ, пушкăртсен Курултайĕ мĕнле ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ, чăвашсене ĕçе йĕркеленĕ чухне вĕсен çулĕпе утма сĕнчĕ.

– Халăхсен туслăх çурчĕшĕн регионти чăваш организацийĕсем пĕрлешни питĕ пĕлтерĕшлĕ те кирлĕ пулăм. Эпир çакна тахçантанпа кĕтетпĕр. Пĕрлешсен пире те, сире те ĕçлеме çăмăлрах та ансатрах пулĕ, – палăртрĕ хăна хăйĕн шухăшне.

Конференцин кун йĕркинчи тĕп ыйтупа пĕрле делегатсем кулленхи çитменлĕхсем çинчен те манмарĕç. Сăмахран, Федоровка районĕнчен килнĕ Аркадий Русаков çыравçă иртнĕ çырав (перепись) вăхăтĕнчи кăлтăксем, чăваш халăхĕн йышĕ чакни, Мияки тăрăхĕнчи Рамзия Никитина шкулсенче эрнере 0,5 сехетре вĕрентекенсен мĕнле тăван чĕлхене вĕрентмелли çинчен пăшăрханса калаçрĕç.

Делегатсене Сергей Михайлов чăваш хастарĕ «Пишпÿлек районĕнчи чăвашсен Канашĕ» автономлă коммерциллĕ мар пĕрлешÿ йĕркелени çинчен каласа пачĕ. Сергей Квинтильянович паянхи кун (маларах та) çак организаци тухăçлă ĕçленине, унăн тытăмĕ çирĕп те шанчăклă, пуçаруллă çынсенчен тăнине палăртрĕ, малашнехи ĕç планĕ çинче те чарăнса тăчĕ. Çав вăхăтрах вăл республикăра пĕр чăваш организацийĕ пулмалли шухăшпа килĕшрĕ.

Çавăн пекех форумра Анатолий Ефремов (Куюргазă районĕ), Ирина Ильина (Давлекан районĕ), Георгий Прокопьевпа (вăл хăйĕн шухăшне алла шăпăр тытсах ăнлантарса пачĕ, сăн ÿкерчĕкре) Мария Петрова (Кармаскалă районĕ), Юрий Михайлов (Ĕпхÿ хули), Марина Николаевапа Юрий Михайлов (Пелепей хули) сăмах илчĕç. Кашниех чунра пиçсе çитнине уçса пама тăрăшрĕ, çивĕч ыйтусене татса пама майсем шырарĕ, вĕсем пурте Пушкăртстанра пĕр чăваш организацийĕ кирлине палăртрĕç.

Тухса калаçакансен шухăшĕсене тĕпе хурса делегатсем йышăну турĕç – республикăра «Канаш» чăваш наципе культура автономине йĕркелес. Çак сĕнÿшĕн Канаш хастарĕсем пурте пĕр саслăн пулса сасăларĕç.

Çавăн пекех пухăннисем чăвашсен Канашĕн 2026 çулхи ĕç планне йышăнчĕç.

Юрий СНЕГОПАД.

Ĕпхÿ хули.