Тутарстан асăннă курава улттӑмӗш çул хутшăнать. 2025 çулхи кăтартусене пăхас пулсан экспорт енӗпе 20 контракт çирӗплетнӗ. Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов ӗçпе Пӗрлешӳллӗ Араб Эмирачӗсене кайнă. Паян, январӗн 26-мӗшӗнче, Дубайра иртекен Халăхсен хушшинчи апат-çимӗç промышленноçӗн чи пысăк куравне хутшӑнчӗ. Gulfood курава çулсерен 125 çӗршывран 5000 ытла компани, 130000 ытла çын пухăнать. Курав Дубайри Экспо Ситире 200 пин тӑваткал метр ытла лаптăк йышăнать. Тутарстан унта 2021 çултанпа хутшӑнать. Мероприяти отрасль шайӗнче партнерла çыхӑнусем йӗркелеме чи ăнăçлă формӑсенчен пӗри пулса тăрать. Унсăр пуçне вăл республика производителӗсене тӗнче рынокне тухма майсем туса парать. Тӗплӗнрех
Рустам Минниханов Дубайра иртекен Gulfood халăхсен хушшинчи апат-çимӗç промышленноçӗн куравне хутшăннă
26 января26 янв
~1 мин