Добавить в корзинуПозвонить
Найти в Дзене
Suvargazeta23

Витя пек атьсем сахал

Хуть мӗнле суран та вăхăт иртнӗçемӗн пирчет теççӗ те, вăрçăра ывăлне çухатнă аннесем çинчен мар пуль ку сăмахсем. Нурлат районӗнчи Чиешни ялӗнче пурăнакан Екатерина Александровна Иванова-Картамышева та акă, кашни алăк уçăлмассерен ывăлӗ кӗрсе тăрасса кӗтме чарăнмасть. Уншăн вăл сывă, килте кăна мар. Хальхи вăхăтра çуралнă кунне хатӗрленет, пурăннă пулсан январӗн 26-мӗшӗнче Виктор Картамышев 30 тултармаллаччӗ… «Çуралнă кунӗнче юлташӗсем килмесӗр юлакан марччӗ, кӗтетӗп-ха, пӗлтӗр те кӗрсе тухрӗç», – терӗ тунсăхлăн Екатерина Александровна пирӗнпе телефонпа çыхăнсан. Шел, Тинӗс пехотин Жуков, Ушаков орденӗсемлӗ уйрăм 810-мӗш бригадин (халӗ дивизи) гварди рядовойӗ, Малой позывнойлă Виктор Викторович Картамышева хăй юбилейӗн кӗрекинче тăванӗсемпе, çывăх çыннисемпе тата юлташӗсемпе юнашар ларма Турă пӳрмен. 2023 çулта хăй ирӗкӗпе ятарлă çар операцине кайнăскер, 2024 çулхи июнӗн 26-мӗшӗнче паттăррăн пуç хунă. Тӗплӗнрех

Витя пек атьсем сахал

Хуть мӗнле суран та вăхăт иртнӗçемӗн пирчет теççӗ те, вăрçăра ывăлне çухатнă аннесем çинчен мар пуль ку сăмахсем. Нурлат районӗнчи Чиешни ялӗнче пурăнакан Екатерина Александровна Иванова-Картамышева та акă, кашни алăк уçăлмассерен ывăлӗ кӗрсе тăрасса кӗтме чарăнмасть. Уншăн вăл сывă, килте кăна мар. Хальхи вăхăтра çуралнă кунне хатӗрленет, пурăннă пулсан январӗн 26-мӗшӗнче Виктор Картамышев 30 тултармаллаччӗ…

«Çуралнă кунӗнче юлташӗсем килмесӗр юлакан марччӗ, кӗтетӗп-ха, пӗлтӗр те кӗрсе тухрӗç», – терӗ тунсăхлăн Екатерина Александровна пирӗнпе телефонпа çыхăнсан. Шел, Тинӗс пехотин Жуков, Ушаков орденӗсемлӗ уйрăм 810-мӗш бригадин (халӗ дивизи) гварди рядовойӗ, Малой позывнойлă Виктор Викторович Картамышева хăй юбилейӗн кӗрекинче тăванӗсемпе, çывăх çыннисемпе тата юлташӗсемпе юнашар ларма Турă пӳрмен. 2023 çулта хăй ирӗкӗпе ятарлă çар операцине кайнăскер, 2024 çулхи июнӗн 26-мӗшӗнче паттăррăн пуç хунă.

Тӗплӗнрех

-2
-3
-4