Чăваш халăх поэчӗ, пултаруллă куçаруçă Петр Петрович Хусанкай январӗн 22-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче çуралнă. Петĕр Хусанкай пĕтĕмпе 50 кĕнеке ытла пичĕтлесе кăларнă. Вĕсенчен 15-ĕшĕ вырăсла тухнă. Чикĕ леш енче те чылай кĕнеке пичетленнĕ. Чи паллисен шутне «Аптраман тавраш» сăвăллă роман кĕрет. Унăн сăввисемпе поэмисем вырăс, украина, болгар, акăлчан, франци, нимĕç, итали, чех, араб, грузи, тутар тата ытти чĕлхесем çине куçарнă. 1970 çулхи март уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарта вилнӗ. Тӗплӗнрех