Тутарстанра волонтерствӑна аталантарас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн ТР Раисӗн премине пама йышӑннӑ. Тивӗҫлӗ указа регион ертӳҫи Рустам Минниханов январӗн 20-мӗшӗнчӗ алӑ пуснӑ, документа право информацийӗн официаллӑ порталӗнче пичетленӗ. 2026 ҫултан пуҫласа ҫулсерен республикӑра волонтер ӗҫӗнче палӑрнӑ кӑтартусемшӗн тата пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн тӑватӑ преми – уйрӑм ҫынсене (Раҫҫей гражданӗсене, ют ҫӗршыв ҫыннисене) 300 пин тенкӗлӗх икӗ преми тата организацисене 500 пин тенкӗлӗх икӗ преми парӗҫ.