Найти в Дзене
Suvargazeta23

Хирӗç çул çине тухма ан васка

! Январӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа 31-мӗшӗччен Тутарстанра «Встречная полоса» профилактика мероприятийӗ иртет. 2025 çулта çул-йӗр çинче пулнă инкексенчен чылайăшӗ водительсем хирӗç çул çине тухнипе пулать. Çак сăлтава пула 2025 çулта республикăри çулсем çинче 54 авари пулнă, вӗсенче 28 çын вилнӗ, тепӗр 92-шӗ аманнă. Çулсем çинче шутсăр васкама юратакансене кун пек тума юраманнине ăнлантарма Тутарстан автоинспекторӗсем рейда тухнине республикăн патшалăх автоинспекцийӗн пресс-служби пӗлтерет. Аса илтеретпӗр, асăннă çул-йӗр правилине пӗр хут пăснăшăн закон тăрăх 7500 тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ е 4-6 уйăха водитель прависӗр хăвараççӗ. Тепӗр хут пăссан 1 çула правине илеççӗ. Енчен те пӗрре правине илсе административлă явап тытнă е судпа айăпланнă водитель çаплах хирӗç çул çине тухсан, ăна 3 çула ирӗкрен хăтараççӗ.

Хирӗç çул çине тухма ан васка!

Январӗн 17-мӗшӗнчен пуçласа 31-мӗшӗччен Тутарстанра «Встречная полоса» профилактика мероприятийӗ иртет.

2025 çулта çул-йӗр çинче пулнă инкексенчен чылайăшӗ водительсем хирӗç çул çине тухнипе пулать. Çак сăлтава пула 2025 çулта республикăри çулсем çинче 54 авари пулнă, вӗсенче 28 çын вилнӗ, тепӗр 92-шӗ аманнă.

Çулсем çинче шутсăр васкама юратакансене кун пек тума юраманнине ăнлантарма Тутарстан автоинспекторӗсем рейда тухнине республикăн патшалăх автоинспекцийӗн пресс-служби пӗлтерет.

Аса илтеретпӗр, асăннă çул-йӗр правилине пӗр хут пăснăшăн закон тăрăх 7500 тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ е 4-6 уйăха водитель прависӗр хăвараççӗ.

Тепӗр хут пăссан 1 çула правине илеççӗ. Енчен те пӗрре правине илсе административлă явап тытнă е судпа айăпланнă водитель çаплах хирӗç çул çине тухсан, ăна 3 çула ирӗкрен хăтараççӗ.