Найти в Дзене
Suvargazeta23

Кӗçӗн Сӗнчел шахматистсене пухрӗ

Аксу районӗнчи Кӗçӗн Сӗнчел клубӗнче январӗн 6-мӗшӗнче шахматла выляссипе уçă Раштав турнирӗ иртрӗ. Ку ăмăрту ялшăн пӗлтерӗшлӗ пулăм тата 2025 çулта культура ӗçченӗсем тунă пысăк ӗçе пӗтӗмлетни пулчӗ. Пӗлтӗр çулла ял клубӗн коллективӗ грант çырнăччӗ. Сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне вара кӗçӗнсӗнчелсем Тимченко фончӗн конкурсӗнче çӗнтерӳçӗсен шутне лекни паллă пулчӗ. Асăннă фондпа Раççей Шахмат федерацийӗ пурнăçа кӗртекен «Добрый спорт» грант пулăшнипе Кӗçӗн Сӗнчел ялӗнче шахмат клубӗ уçнă. Раштав турнирӗ нумай пулмасть йӗркеленнӗ клубăн пӗрремӗш пысăк мероприятийӗ пулчӗ. Ăмăртăва хутшăнма ял-йышсăр пуçне Шупашкартан, Нурлатран, Аксуран, Аслă Сӗнчелӗнчен, Анат Тутар Майнинчен те шахмата юратакансем килнӗччӗ. Ытти сăнӳкерчӗксем Тӗплӗнрех

Кӗçӗн Сӗнчел шахматистсене пухрӗ

Аксу районӗнчи Кӗçӗн Сӗнчел клубӗнче январӗн 6-мӗшӗнче шахматла выляссипе уçă Раштав турнирӗ иртрӗ. Ку ăмăрту ялшăн пӗлтерӗшлӗ пулăм тата 2025 çулта культура ӗçченӗсем тунă пысăк ӗçе пӗтӗмлетни пулчӗ.

Пӗлтӗр çулла ял клубӗн коллективӗ грант çырнăччӗ. Сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне вара кӗçӗнсӗнчелсем Тимченко фончӗн конкурсӗнче çӗнтерӳçӗсен шутне лекни паллă пулчӗ. Асăннă фондпа Раççей Шахмат федерацийӗ пурнăçа кӗртекен «Добрый спорт» грант пулăшнипе Кӗçӗн Сӗнчел ялӗнче шахмат клубӗ уçнă.

Раштав турнирӗ нумай пулмасть йӗркеленнӗ клубăн пӗрремӗш пысăк мероприятийӗ пулчӗ. Ăмăртăва хутшăнма ял-йышсăр пуçне Шупашкартан, Нурлатран, Аксуран, Аслă Сӗнчелӗнчен, Анат Тутар Майнинчен те шахмата юратакансем килнӗччӗ. Ытти сăнӳкерчӗксем

Тӗплӗнрех

-2
-3
-4
-5