Декабрӗн 31-мӗшӗнчен пуçласа январӗн 11-мӗшӗччен Тутарстанăн тӗп хулине 200 пин ытла турист килнӗ. Туризм аталанăвӗн комитечӗн директорӗ Александр Шавлиашвили пӗлтернӗ тăрăх, ку пӗлтӗрхинчен 16,7 процент нумайрах. Сбер карттăсемпе усă курса кăна туристсем пурăнма, апатланма тата канма 1,5 миллиард тенкӗ ытла тăкакланине палăртнă вăл. Малалла