ТР наци музейӗ «Хусан Кремлӗ» музей-заповедникпа пӗрле «Кӗмӗл билет» программа пуçарнă. Вăл – Хусанăн темиçе музейне кӗмелли пӗрлехи билет. Мӗнле-мӗнле музейсене кӗме пулать: *Хусан Кремлӗн музейӗсем, *ТР Наци музейӗ (Кремлевская урамӗ, 2-мӗш çурт), *1941 – 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин музей-мемориалӗ (Кремль территорийӗ, 12-мӗш çурт), *Габдулла Тукайăн литература музейӗ (Тукай урамӗ, 74-мӗш çурт), «Кӗмӗл билетăн» срокӗ: туяннă кунран 7 кун. Хăçанччен: январӗн 20-мӗшӗччен. Кам валли: «Кӗмӗл билет» аслисем валли кăна. Хăçанччен тавăрса памалла? Мероприяти пуçланиччен 3 кунран сахалрах вăхăт юлсан каялла йышăнмаççӗ.
Январӗн 20-мӗшӗччен Хусан Кремлӗпе Наци музейне пӗрлехи билетпа кӗме пулать
13 января13 янв
~1 мин