Добавить в корзинуПозвонить
Найти в Дзене
Suvargazeta23

Газ оборудованийӗсемпе тимлӗ пулăр

! Газ оборудованийӗ пур пӳлӗме уçă сывлăш кӗрсе тăмаллине, вытяжкăсем лайăх ӗçлемеллине те манмалла мар. Çӗнӗ çул канăвӗн пӗр кунӗнче Тури Услон районӗнчи пӗр ялта пысăк инкек пулнă. Кунта çемйипех, асламăшӗ, ашшӗ, 11-ти арçын ачапа 13-ри хӗрача, сӗрӗм тивнипе вилсе кайнă. Çывăх çыннисем çыхăнăва тухманнипе чăн малтан ачасен амăшӗ сисчӗвленсе вӗсем патне васканă. Шел, çитнӗ тӗле тăванӗсенчен никам та сывламан ӗнтӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, кил хуçи пăрланнă газ трубине хăй тӗллӗн тасатма пикеннӗ иккен. Тасатас вырăнне хупласа хунă пулмалла, мӗншӗн тесен газ сӗрӗмӗ урамалла тухас вырăнне пӳртелле тухнă. Шăп çакă пулнă та инкекӗн тӗп сăлтавӗ. Тутарстанра 2025 çулта сӗрӗм тухнă 35 тӗслӗх палăрнă. Вӗсенче 4 çын вилнӗ, 68-шӗ шар курнă. Шел, кăçал Çӗнӗ çул вăхăтӗнчех хăрушă инкек енӗпе пӗлтӗрхи çулталăк кăтартăвӗпе танлашма тиврӗ. Малалла

Газ оборудованийӗсемпе тимлӗ пулăр!

Газ оборудованийӗ пур пӳлӗме уçă сывлăш кӗрсе тăмаллине, вытяжкăсем лайăх ӗçлемеллине те манмалла мар.

Çӗнӗ çул канăвӗн пӗр кунӗнче Тури Услон районӗнчи пӗр ялта пысăк инкек пулнă. Кунта çемйипех, асламăшӗ, ашшӗ, 11-ти арçын ачапа 13-ри хӗрача, сӗрӗм тивнипе вилсе кайнă. Çывăх çыннисем çыхăнăва тухманнипе чăн малтан ачасен амăшӗ сисчӗвленсе вӗсем патне васканă. Шел, çитнӗ тӗле тăванӗсенчен никам та сывламан ӗнтӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, кил хуçи пăрланнă газ трубине хăй тӗллӗн тасатма пикеннӗ иккен. Тасатас вырăнне хупласа хунă пулмалла, мӗншӗн тесен газ сӗрӗмӗ урамалла тухас вырăнне пӳртелле тухнă. Шăп çакă пулнă та инкекӗн тӗп сăлтавӗ.

Тутарстанра 2025 çулта сӗрӗм тухнă 35 тӗслӗх палăрнă. Вӗсенче 4 çын вилнӗ, 68-шӗ шар курнă. Шел, кăçал Çӗнӗ çул вăхăтӗнчех хăрушă инкек енӗпе пӗлтӗрхи çулталăк кăтартăвӗпе танлашма тиврӗ.

Малалла