Январĕн 5-мĕшĕнче Кукмор районӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн «Кукмор кӑҫаттисем» XI фестиваль-ярмӑркка иртнӗ Мероприятие «Курше»фестивалӗн хӗллехи сезонӗн республикӑри гранчĕпе йӗркеленӗ. Фестиваль 4500 ытла хӑна пухнӑ. Кукмор кӑçаттисем фестивале халӑх чунӗн чӗрӗ летопиҫӗ теме пулать. Унта кашни япала, кашни юрӑ, сасă тата кашни спорт тытӑҫӑвӗ тӑван ҫӗре юратнипе çыхăннă, тăван çĕр историне каласа парать. Кукморсем ăруран ӑрӑва куҫакан ӑсталӑхпа тĕлĕнтернĕ, юлташсен хушшинче ҫеҫ ҫуралакан ӑшӑ кăмăлпа кĕтсе илнĕ хăнасене».